Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫак уйӑхӑн 19–20-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль программине акӑлчан, араб, белоруҫ, болгари, вьетнам, испани, китай, лаос, латин, литва, нимӗҫ, таджик, тайски, тутар, турккӑ, хрантсус, швед, эсперанто, япуп тата ытти чӗлхе кӗнӗ. Мероприятие профессионал-чӗлхеҫӗсем тухса калаҫнӑ. Арцём Федоринчик лингвист, сӑмахран, ҫырӑвӑн тытӑмӗ, чӗлхен расналӑхӗ пирки тухса каланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин хӑтлавне те ирттернӗ. Фестивале Чӑваш Енти ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ Раҫҫейӗн тата республикӑн Экономика, ЧР Вӗренӳ министерствисем, Ют чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх тата Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлешӳ» центрӗ ырланипе ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӑк халӑхсен йывӑрлӑхӗсене тӗпчекен ПНО Канашлӑвӗн эксперчӗ Зинаида Строгальщикова «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫата панӑ интервьюра чӗлхе ассимиляцийӗ — тӑван чӗлхерен писсе урӑх культурӑна куҫни — ҫав халӑхӑн пултарулӑх шайне чакарни пирки каласа панӑ. «Пултарулӑх ҫыннисем ют чӗлхе таврашне лексен пултарулӑх енӗпе ӗҫлейменни пирки психологсем тахҫанах палӑртаҫҫӗ: кӗнеке ҫыраймаҫҫӗ, кӗвӗ хываймаҫҫӗ, картинӑсем ӳкереймеҫҫӗ», — каласа панӑ Зинаида Строгальщикова. Эксперт ку тӗлӗшпе ытти патшалӑхсенче епле утӑмсем туни пирки те пӗлтернӗ — тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесе «чӗлхе йӑвисем» йӗркелеҫҫӗ иккен. Сӑмахӗ кунта ятарлӑ ача пахчисем уҫни пирки пырать, вӗсенче воспитательсем ачасемпе манӑҫа тухакан чӗлхепе калаҫаҫҫӗ имӗш. Шанас килет, Зинаида Строгальщикова сӑмахне тӗпе хурса пирӗн тӑван республикӑра — уйрӑмах тӗп хуламӑрта — тӑван чӗлхеллӗ ача пахчисен йышӗ нумайланасса шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |